Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи черетлӗ ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская коронавируспа чирлекенсен шучӗ ачасен хушшинче икӗ процент чакнине, 30-59 ҫулсенчи ҫынсен хушшинче ӳсме тытӑннине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ яланхиллех Шупашкарта пысӑк пулин те ҫак хисеп юлашки вӑхӑтра кӑштах чакнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӳссе кайнӑ.
Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Кочнев ку эрнере 52 тӗслӗхе шута илнине асӑнса хӑварнӑ. Кил хуҫисем нумаях пулмасть Мускавран ӗҫлесе таврӑннӑ иккен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче шута илнӗ 22 тӗслӗхрен 10-шӗ — ватӑ ҫынсем.
«Чирленисенчен 6-шне стационара вырттарнӑ, ыттисем килтех сипленеҫҫӗ», — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров.
Оперштаб ларӑвӗнче Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи тӑрӑма та тишкернӗ.
Паян Шупашкарта Даниил Элмен пурӑннӑ ҫурт ҫине астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ. Хӑмана уҫма тӗрлӗ шайри-тӳре шара, культура ҫыннисем, ҫыравҫӑсем тата ытти хастар хутшӑннӑ.
Даниил Элмен 1885 ҫулхи декабрӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Исментер ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Хусанта национальноҫсен ӗҫӗсен Халӑх комиссариачӗн чӑвашсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче тата «Канаш» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ. Юлташӗсемпе пӗрле вӑл Чӑваш ӗҫ коммунине тӑвассишӗн тӑрӑшнӑ. Каярах Чӑваш автономи облаҫӗн ревкомӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Асӑну хӑми ҫине икӗ чӗлхепе ҫырса хунӑ. Мӗн тӗлӗнмелли — тепӗр чухне пӗр чӗлхепе кӑна ҫавӑрттарса хураҫҫӗ. Чӑвашла ҫапларах ҫырнӑ: «Ҫак ҫуртра 1920-1924 ҫулсенче патшалӑхпа партин паллӑ ӗҫченӗ, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенсенчен пӗри, Облӗҫтӑвкомӑн малтанхи председателӗ Д.С. Элмен (Семенов) (1885-1932) ӗҫлесе пурӑннӑ».
Даниил Элмен пурӑннӑ ҫурт Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Халӗ унта Чӑваш наци конгресӗ вырнаҫнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче Етӗрне районӗнче ҫӑмӑл машина фурӑпа ҫапӑннӑ.
Инкек «М-7» федераци ҫулӗн 580-мӗш километрӗнче пулнӑ. «Хендай-Крета» автомобиль рулӗ умӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тепӗр машинӑран иртсе кайма юраман вырӑнта ҫул-йӗр правилине пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухнӑ ҫӑмӑл машина малтан цистернӑллӑ «МАН» автомобильпе ҫапӑннӑ, унтан – «Хино-Рейнджер» автомобильпе. Йывӑр сурансене пула хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Груз турттаракан машинӑсен водителӗсене тӗрӗсленӗ те, вӗсем урах пулни палӑрнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи йӗрке хуралҫисенчен карас ҫыхӑнӑвӗн салонӗсенчен пӗринче администраторта ӗҫлекен ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, салона пӗр арҫын кӗнӗ. Вӑл батарейка туяннӑ. Япалашӑн 5 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлнӑ. Сутуҫӑ ытлашши укҫана тавӑрса панӑ хыҫҫӑн арҫыннӑн вакки те тупӑннӑ. Администратора вӑл вак укҫа тыттарнӑ, 5 пин тенкӗлӗххине каялла илнӗ.
Арҫын лавккаран тухса кайсан сутуҫӑ 2 пин тенкӗ ҫитменнине асӑрханӑ. Улталанӑ тесе шухӑшлакан арҫынна Чулхула облаҫӗнчи Лысково хулинче тытса чарнӑ. Ӑна Чӑваш Ене конвойпах илсе килнӗ. Арҫын чӳк уйӑхӗн 15 тата 16-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫавӑн пек улталаса ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗрӗнпур облаҫӗнче пурӑнаканскер тӗрмерен кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ тухнӑ.
«Текех манӑн пысӑк тусӑм, чӑн-чӑн талант тата фотохудожник, ҫут ҫанталӑка тата тӑван кӗтесе юратакан, хӑйӗн шухӑшӗллӗ, илеме курма пӗлекен художник Вячеслав Романов ҫук. Ҫакна ӗненес килмест, анчах паян унӑн чӗри тапма чарӑннӑ...», – тесе пӗлтернӗ хурлӑхлӑ хыпара Людмила Александрова журналист Фейсбукра.
Вячеслав Романов кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 71 ҫул тултарнӑ. Вӑл «Советская Чувашия» хаҫатра 30 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Етӗрне районӗнчи Янӑмра ҫуралса ӳснӗскер малтан райхаҫатра тӑрӑшнӑ. Унӑн ӗҫӗсем «Правда», «Советская Россия», «Известия», «Труд», «Огонек» пичет кӑларӑмӗсен страницисенче пичетленнӗ. Фотоӗҫпе кӑсӑкланасси ашшӗ ӑна, улттӑмӗш класс ачине, «Смена-2» фотоаппарат парнеленинчен пуҫланнӑ.
Маска тӑхӑнман ҫынсене мобильлӗ ушкӑнсем ятарлӑ приложенире шута илсе пыраҫҫӗ. Йӗрке пӑсакансене шута илме Чӑваш Енри IT-специалистсем пӗрлехи тытӑм хатӗрленӗ.
«Мобильлӗ ушкӑнсен маршрутне вырӑнти пуҫлӑхсем йӗркелеҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансене тупса палӑртсан ятарлӑ приложенире шута илме, сӑн ӳкерчӗксем вырнаҫтарма пулать. Ҫавӑ судра усӑ курма та кирлӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов.
Мобильлӗ приложенипе пурин те ӗҫлеме тӑрӑшмалла. Лайӑххипе Етӗрне, Красноармейски районӗсене, Улатӑр, Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене палӑртнӑ, начаррипе — Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Комсомольски районӗсене тата Ҫӗмӗрлепе Канаш хулисене.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Республикинчи йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Ку хутӗнче сакӑр ҫын хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусемпе пырса ҫитнӗ.
Етӗрне тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ Владимир Веселов ялти халӑхӑн пӑшӑрханӑвӗ пирки хыпарланӑ. Вӑл Ильин тӑвӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. Асӑннӑ территорие Олег Николаев комплекслӑ аталантарма палӑртни ҫинчен пӗлтернӗ. Тыл ӗҫченӗсене чыс туса унта монумент тума та плана кӗртсе хӑварнине пӗлтернӗ. «Ӗҫсене комплекслӑ пурнӑҫласан, республикӑра пурӑнакансене анчах мар, ытти кӳршӗллӗ халӑха та вӑл тӗле килсе курма аван пулӗ. Ялти халӑх валли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ условисем йӗркеленесси никама та иккӗлентермест», – тесе ҫырнӑ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
Шупашкар районӗнчи 38 ҫулти вӑйпиттие 14-ри яша хӗненӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Арҫын Етӗрне районӗнчи Исимпай ялӗнче пӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Унпа харкашма тытӑнсан хӗрарӑмӑн 14 ҫулти ывӑлӗ яланах амӑшне майлӑ пулнӑ, ӑна хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. Усал арҫын ҫавӑншӑн ача ҫине пӗрре кӑна мар алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ.
Яша нушалантарса пурӑннӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Маларах ҫавӑн пек тӗслӗх Йӗпреҫ районӗнче пулнӑччӗ. Унта арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра тепӗр виҫӗ ФАП тума палӑртнӑ. Ҫавна май виҫӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
ФАПсем Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫра, Шупашкар районӗнчи Шуркассинче, Етӗрне районӗнчи Янӑмра пулӗҫ. Аукционри малтанхи хак – 4 миллион ытла тенкӗ. Аукционсем юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗҫ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчиксен ФАПа кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
ФАП пӗр хутлӑ пулӗ. Унта йышӑнмалли пӳлӗм, процедура тумалли пӳлӗм, эмел упрамалли пӳлӗм тӑвӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 6 ФАП тума пуҫланӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Ен спортсменки Александр Козлова йывӑр атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Республикӑн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту ҫак кунсенче Улатимӗр хулинче иртет. Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ пике юниорсен ӑмӑртӑвӗнче чӑннипех те палӑрнӑ. Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ 59 килограмлӑ виҫере виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Спортсменка Валериан Соклов ячӗллӗ Шупашкарти спорт шкулӗнче Раҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геннадий Иванов патӗнче ӑсталӑха туптать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |